Алексеева Валентина Андреевна — Раҫҫей моделӗ, «Мисс Раҫҫей — 2024» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи. Раҫҫей чысне тӗнчери «Тӗнче Мисӗ 2024» тата «Мисс БРИКС» конкурссенче хӳтӗленӗ.
2006 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче — Шупашкарта ҫуралнӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназине ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернӗ.
2023 ҫулта, вуннӑмӗш класра вӗреннӗ чухне, илем конкурсне пӗрремӗш хут хутшӑннӑ та «Мисс Чӑваш Ен — 2023» титула ҫӗнсе илнӗ.
2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Н. И. Пирогов ячӗллӗ Раҫҫейри наци тӗпчев медицина университечӗн бюджет уйрӑмне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе вӗренме кӗнӗ.
2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывран пухӑннӑ 50 хутшӑнакана кая хӑварса «Мисс Раҫҫей — 2024» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Конкурсӑн финалӗ «Барвиха Luxury Village» концерт залӗнче иртнӗ. Тӗп приз вырӑнне кӑшӑл тата 1 миллион тенкӗ илнӗ. Чӑваш Енрен ҫак титула тивӗҫнӗ виҫҫӗмӗш хӗр пулса тӑнӑ.
2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мексикӑра иртнӗ «Тӗнче Мисӗ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗленӗ, 130 хутшӑнакан хушшинче чи лайӑх 12 хӗр (топ-12) йышне кӗнӗ.
2026 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Хусан хулинче иртнӗ БРИКС ҫӗршывӗсен пӗрремӗш тӗнчери илем конкурсӗнче «Мисс БРИКС» номинацире ҫӗнтернӗ.
Амӑшӗ — Ольга Алексеева, 2023 ҫулта «Чӑваш Ен вице-миссисӗ» ята тивӗҫнӗ. Бухгалтерта ӗҫлет. Ашшӗ — Андрей Алексеев. Иван ятлӑ шӑллӗ пур.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 